Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Асăнупа хурлану кунĕ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Асăнупа хурлану кунĕ.
Паян 12 сехет те 15 минутра Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнисене шӑп тӑрса асӑнӗҫ.
Раҫҫейӗпех телекурав, радио минутлăха шӑпланӗ, суту-илӳ центрӗсенче ытти шăвшавсем лăпланĕҫ. Общество транспорчӗ чарӑнӗ. Предприятисемпе организацисенче самантлăха шăплăха тытĕҫ.
Туссем, вӑрҫӑра 27 миллион салтак пуҫ хунӑ. Паттăрсене пӗрле хисеплесе аса илер, Тӑван ҫӗршыва паттӑррӑн хӳтӗлекенсене чыс тăвар.
10:50 23.06.2023 16+